Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче, Красноармейски районӗнче, «Лада Приорӑна» чарнӑ. Машинӑн номерӗ юрпа хупланнӑ пулнӑ. Водительсӗр пуҫне салонра пассажир ларнӑ. Хайхискерсен багажникӗнче пакунлисем икӗ сурӑх тупнӑ. Выльӑх багажникре мӗншӗн выртнине тӳрех ӑнлантарайман вӗсем.
Икӗ арҫын сурӑхсене ҫав каҫ Танӑшри харпӑр фермӑран вӑрланӑ-мӗн. 29 ҫулти – ҫав ялтанах, вӑл фермӑна пӗрремар кӗрсе курнӑ, ӑҫта мӗн пулнине лайӑх тӗшмӗртнӗ. Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна вара республикӑран тухса ҫӳреме чарнӑ.
Икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сурӑхсене вара хуҫисене тавӑрса панӑ.
Икӗ эрне каялла Шупашкарти 2-мӗш полици уйрӑмне 87 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Хайхискер «ырӑ ҫын» аллине лексе шар курнӑ.
Ватӑскер каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пульницӑра сипленнӗ чухне вӑл ӑна тата тӑванне пӑхма килӗшнӗ арҫынпа паллашнӑ. Ҫак «ырӑ ҫын» вӗсен хваттерне темиҫе хутчен килнӗ, ҫакӑнпа усӑ курса хайхискер ваттисен укҫа хунӑ вырӑнне куҫ хывнӑ.
«Ырӑ чунлӑ» арҫын килсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канури ҫынсем 45 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Леш арҫын вара шӑнкӑравласан телефона тытман, хваттере килме пӑрахнӑ.
Ваттисен укҫине вӑрлама пултарнӑ ҫынна полицейскисем часах тупса палӑртнӑ. Вӑл – Красноармейски районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ӑна тытса чарнӑ.
Красноармейски районӗнчи мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Анаткасси ялӗнче унта пурӑнакансемпе ирттернӗ пухура шантарнӑ.
Алесандр Кузнецов унччен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухен вырӑнти ялсене хатлӑх кӗртессипе чылай ӗҫленине ҫак йӗркесен авторӗ вырӑна кайсах курнӑччӗ. Халӗ, ав, Красноармейски районӗнче те вӑл ҫавӑн пек йӗрке тӑвасшӑн иккен.
Ҫутӑшӑн тӳлесе тӑкакланнине чакарас тесе энергие перекетлекен лампӑсем ҫине куҫараҫҫӗ. апла утнине пула иртнӗ ҫул вӗҫӗ тӗлне 3 миллион тенкӗ ытла укҫа перекетлеме май килнӗ. Ял тӑрӑхӗсем ыйтнипе хунар туянма вӗсене 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Ҫитес икӗ ҫулта районти мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртнӑ.
Чӑваш Енре 11 ҫамрӑк тӗлӗшпе суд ларӑвӗ пулнӑ. Вӗсене вӑрланӑшӑн айӑпланӑ. Ҫамрӑксем сахал мар «хура» ӗҫ тунӑ: пуҫиле ӗҫ 25 томран тӑрать.
Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнисен йышӗнче 18 ҫул тултарманнисем те пур. Суд вӗсене пурне те айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Улттӑшне колони-поселение тата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2-4,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Виҫҫӗшне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул таран айӑпланӑ. Тепӗр икӗ ҫамрӑка 100 тата 140 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи авӑн тата юпа уйӑхӗсенче пулнӑ ку. Ҫамрӑксем Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Муркаш районӗсенчи ялсенчи 6 лавккана ҫаратнӑ. Ушкӑн хаклӑ япаласене вӑрланӑ, тӑкак пӗтӗмпе 500 пин тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче каллех лавкка ҫаратма тӑнӑ, анчах хальхинче вӗсем йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ.
Официаллӑ майпа ӗҫлекенсен йышне иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра самай ӳстерме май килнӗ. Ҫавна май хыснана уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен тӳлекен налук тата страховой тӳлев виҫи палӑрмаллах ӳснӗ. Конвертра шалу илекенсен йышне чакарнине пула налук виҫине пӗлтӗр 70,7 миллион тенкӗ пухнӑ, страховой взноса — 232 миллион тенкӗ.
Районсемпе хула администрацийӗсене пӗлтӗр республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви килӗшӳпе ӗҫлекенсен йышне 48 пин те 866 ҫынна ҫитерме хушнӑ. Ҫавна килӗшӳ тусах ҫирӗплетнӗ. Ку енӗпе чи тӑрӑшуллисен йышне Комсомольски (унта плана 105,8 процент пурнӑҫланӑ, Ҫӗрпӳ (104,0%), Красноармейски (102,4%) районӗсем лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районне (51,8%), Улатӑрпа (52,2%) Ҫӗмӗрле (71,8%) хулисене начар енчен палӑртнӑ.
Красноармейски районӗнчи Васнар ялӗнче пурӑнакан Валентина Новоселова ҫуралнӑ кунне 104-мӗш хутчен уявланӑ. Ватӑскер пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнӑ пулин те халӗ те алӗҫӗпе аппаланать, вулать, кукӑль пӗҫерет, хуҫалӑхра кӑштӑртатать.
Валентин Новоселова кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче 104 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара килнӗ. Пухӑннӑ хӑнасене вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Валентина Егоровна – районти пӗрремӗш телефонистка. Вӑл лайӑх ҫырма-вулама пӗлнӗ, мӗншӗн тесен 8 класс пӗтернӗ. Ентешӗсем телеграмма яма килнӗ, Валентина Новоселова вӗсене тӗрӗс ҫырма вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл колхоза ӗҫлеме куҫнӑ. Ун чухне укҫа пулман, йӑлтах фронта ӑсатнӑ. Колхозра ӗҫлесен вара пурӑнмалӑх тырӑ панӑ.
1996 ҫулта Валентина Егоровна каллех телефонистка ӗҫӗ патне таврӑннӑ. Ун чухне ӑна декрета кайнӑ ҫынна улӑштарма ыйтнӑ.
Вӑл упӑшкипе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ унӑн 11 мӑнук, вӗсен 14 ачи.
Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2018 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.
Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.
Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Хӗл мучисемпе Юр пикесем парада тухнӑ. Унта районти культурӑпа кану учрежденийӗсенчи ӗҫченсем хутшӑннӑ.
Парада 50 ытла Хӗл мучипе Юр пике ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче юмахри сӑнарсем те пулнӑ. Илемлӗ тум тӑхӑннӑскерсем районти культура ҫуртӗнчен пуҫласа вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс таран утнӑ, унтан администраци ҫурчӗ патне ҫитнӗ.
Урам тӑрӑх утакан Хӗл мучисемпе Юр пикесем, юмахри сӑнарсем район ҫыннисен кӑмӑлне ҫӗлкенӗ. Мероприятие пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Парад хыҫҫӑн ҫынсем вӑйӑ картинче савӑннӑ.
Прокуратура Красноармейски районӗнчи ял тӑрӑхӗсен администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарана тӗрӗсленӗ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тупӑшӗсем тата банк счечӗсем пирки суя информаци тӑратнӑ-мӗн. Ку пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухне иртнӗ конкурсра тата 2017 ҫулшӑн тӑкаксемпе тупӑшсене кӑтартнӑ чухне пулнӑ.
Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне коррупципе кӗрешекен саккуна пӑснӑшӑн явап тыттарӗҫ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи пӗр ҫурт лифтӗнче арҫын 11 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав ҫынна, Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 42-ри арҫынна, тӳрех тытса чарнӑ, вӑл хӑйӗн айӑпне тунман. Ӑна ун чухнех арестленӗ.
Халӗ ҫак ҫын кунашкал ытти преступление те тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе генотипоскопи экспертизи ирттерӗҫ, кун хыҫҫӑн вӑл 8-11 ҫулсенчи 9 хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланипе пурнӑҫламанни тӑрӑ шыв ҫине тухӗ. Ҫак преступленисем те авӑн уйӑхӗнче пулса иртни евӗр: 2010-2015 ҫулсенче палламан арҫын хӗрачасене лифтра тапӑннӑ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |